Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ тата Юмансар ялӗсен хушшинче кашкӑрсен кӗтӗвне асӑрханӑ. Ҫакна шкул автобусӗнче пыракан ҫынсем курнӑ.
Пӗтӗмпе 17 кашкӑр пулнӑ. ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку вырӑнтан ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, ҫынсем утаҫҫӗ. Ҫав кунах вырӑнти администрацие кун пирки пӗлтернӗ. Тӳре-шара мерӗсем йышӑннӑ. Сунарҫӑсем 7 кашкӑра персе вӗлернӗ, тепӗр 10-шӗ тарнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисене тупнӑччӗ.
Кӑҫалтан «Земство фельдшерӗ» программӑпа Фельдшерпа акушер пункчӗсенче ӗҫлекен акушеркӑсемпе медсестрасем те усӑ курайӗҫ. ЧР Минстрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Пӗлтӗр ФАПсене 18 фельдшер ӗҫлеме кайнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ инҫетре, кӗрсе ҫӳреме йывӑр тӑрӑхра, вырнаҫнӑ ФАПра тӑрӑшать. Программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа Чӑваш Енре 81 фельдшер ӗҫе вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: земство фельдшерӗсене йышӑнас тӗлӗшпе Патӑрьел, Канаш тата Патӑрьел районӗсем малта.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульници ҫитес вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Пульница пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӑл ахаль режимпа ӗҫлеме пуҫлӗ.
Штат режимне куҫиччен, пациентсене йышӑнма тытӑниччен пульницӑра дезинфекци тӑвӗҫ. Палӑртмалла: вӑл пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнченпе ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем валли 425 койка хатӗрленӗ. Чирлисене 500 ытла медик сипленӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗн тӗп пульници те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Унта, шел те, икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Напольное ялӗнче 93 ҫулти арҫыннӑн ҫурчӗ ҫуннӑ. Хӑй кил хуҫи пушарта ҫунса вилнӗ. Вӑл кӑна мар, унӑн ывӑлӗ те инкекре пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Арҫын 1958 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 81 ҫулти арҫыннӑн хуралтисем сиенленнӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче республикӑра 8 пушар пулнӑ.
Кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер республикӑра пӗр пульница кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ.
Сӑмах Канаш районӗнчи тӗп пульница пирки пырать. Вӑл Шӑхасан ялӗнче вырнаҫнӑ. Тек унта кӑшӑлвируспа чирлисене сиплемӗҫ. Унтан пациентсене кӑларнӑ, дезинфекци тунӑ хыҫҫӑн яланхи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗҫ, унчченхи пекех 120 койка пулӗ. Ҫапла майпа ҫынсем пульницӑра ытти профильпе те пулӑшу илме пултарӗҫ.
ШӖМ ӗҫченне пушарта ҫынна ҫӑлнӑшӑн РФ ШӖМӗн медалӗпе чысланӑ. Ӗҫтешӗсем кун пирки тӳрех пӗлмен.
Кӑрлач уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Полицин аслӑ сержанчӗ Александр Степанов дежурствӑран таврӑннӑ чухне тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Ҫывӑхарах пынӑ та тайкаланакан ҫынна курнӑ. Вӑл шалта пӗлӗшӗ пулнине каланӑ.
Полицейски чӳречерен кӗрсе 55 ҫулти арҫынна уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Тумӗ ҫунса кайнине, брелокӗ ирӗлнине кайран тин асӑрханӑ. Кайран вӑл ҫӑлавҫӑсене пушара сӳнтерме пулӑшнӑ.
Ҫак кунсенче ҫынсем урамра шӑнса пӑсӑлнӑ тӗслӗхсем йышланнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем ӳсӗр пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинисен сакӑр ҫын патне ҫитме тивнӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче 79 ҫулти арҫын картишне тухсан ӳкнӗ те тӑрайман. Икӗ сехет выртнӑ вӑл. Кайран ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Канаш районӗнчи 62 ҫулти хӗрарӑм кил хушшине тухсан пуҫ ҫаврӑннипе ӳкнӗ. Ҫитменнине вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сивӗре 4 сехет выртнӑ. Унӑн ал сыппине тӑм илнӗ. Канаш хулинче 29 ҫулти арҫын пушмак тӑхӑнмасӑрах ӳсӗр пуҫпа урам тӑрӑх утнӑ.
Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем – 29-89 ҫулти ҫынсем.
Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ваттисем тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче пиротехникӑна пула шар куракансем кашни ҫулах тупӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӳрнине тата ал сыппине ыраттарнӑ. Инкек петарда чӗртме хӑтланнӑ чух пулса иртнӗ. Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ӗҫрен таврӑннӑ чух шар курнӑ. Ун тӗлне петарда сирпӗнсе ӳкнӗ. Хӗрарӑм ик урине те пӗҫертсе янӑ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Улатӑрта 9 ҫулти ача аллинче петарда ҫурӑлса кайсан сулахай алли аманнӑ. Ҫав кунах Сӗнтӗрвӑрри хулинче 13-ри арҫын ача петардӑпа куҫне пӗҫертсе янӑ.
Шупашкартан Мускава 6-7 сехетре ҫитейӗн. «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 ҫула хута ярсан ҫапла пулӗ. Проекта ӗнер Ҫӗмӗрле районӗнче сӳтсе явнӑ чухне Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхн министрӗ Владимир Осипов йӗркелӳ ӗҫӗнче хӑш-пӗр ыйту пуррине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, хӑйӑра ӑҫтан турттарасси паллӑ мар.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремели ҫул «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» пӗтӗм тӗнчери транспорт маршручӗн пӗр пайӗ пулӗ. Пирӗн республикӑра ку ҫул 94 километр тӑршшӗ пулӗ, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсемпе иртӗ.
Ҫулла машинӑсене ҫав ҫул ҫинче пӗр сехетре 130 километр таран хӑвалама май килӗ, хӗлле — 110 километр.
Строительство ӗҫне кӑҫал пуҫӑнмалла, 2021 ҫулхи ҫулла валли туса пӗтермелле.
Канаш районӗнчи шкулсенчен пӗрин директорӗнче ӗҫленӗ арҫын питех те тӗлӗнмелле хӑтланнӑ. Пӗрле ӗҫлекенсене вӑл преми тата укҫан пулӑшу панӑҫи пулнӑ, анчах укҫан пӗр пайне ҫийӗнчех каялла илнӗ.
Шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ арҫын ҫапла майпа 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи как уйӑхӗччен хӑтланса пурӑннӑ. Преми парасси ҫинчен калакан приказа кӑларичченех вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене преми тата укҫан пулӑшнин пӗр пайне хӑйне памалли пирки асӑрхаттарнӑ. Вӑл укҫапа шкулта усӑ курассине ӗнентернӗ. Пуҫлӑха хирӗҫлеме никам та хӑяйман курӑнать. Каланӑ — тунӑ.
Арҫын ҫапла майпа 400 пин тенкӗ ытла илнӗ. Халӗ ӑна суд тунӑ. РФ Пуҫиле кодексӗн 64-мӗш статйипе явап тыттарса 70 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |